Паян социаллă ĕçчен кунĕ Йывăр лару-тăрури çынсене пăхса пулăшса тăракансене, социаллă центрсенче пурăнакан çынсене тимлĕх уйăракансене пĕр ăнлавпа социаллă ĕçченсем тетпĕр. Шăпах та вĕсене халалласа июнĕн 8-мĕшĕнче уяв кунĕ ирттерме палăртнă. Июнĕн 8-мĕшĕ - пĕрремĕш богодельня уçăлнă историллĕ кун. Ку уява 2000 çулта паллă тума тытăннă, ăна кашни çĕршыв тĕрлĕ кунта ирттерет. Хÿтлĕх кирлисене тимлĕх уйăрасси, пулăшасси мĕн авалтанах пуçланнă, пĕтĕмĕшле илсен ку енĕпе малтан чиркÿсемпе мăнастирсем ытларах ĕçленĕ. 20-мĕш ĕмĕрте Ĕç тата социаллă аталану министерстви йĕркеленипе социаллă услугăпа тивĕçтересси палăрмаллах аталаннă. Çĕнĕ профессисем - социаллă педагогсемпе социаллă ĕçченсем - социаллă мисси пурнăçлама тытăннă. Психика тĕлĕшпе чирлисен центрĕсем ĕçлеме пуçланă. Муркаш округĕнчи Каршлăхри тата Шомикри уйрăмсенче вăй хуракансене социаллă ĕçчен кунĕпе саламлатпăр. Эсир калама çук пысăк ĕç тăватăр, хÿтлĕх кирлĕ çынсене пулăшатăр. Ĕçре чăтăмлăх, ăнăçу сунатпăр. Çăмăл мар ĕçре тăрăшма малашне те сывлăх пултăр, килте юратупа килĕшÿ хуçаланччăр.

13 июня 2023
07:53