Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр сире! Тăван чĕлхе – пирĕн иксĕлми пуянлăх. Мĕн ачаран ун хăватне туйса ÿсетпĕр эпир. Унра асатте-асаннесен ăс-хакăлĕпе чун хавалĕ. Тăван çĕр-шыва юратасси те тăван чĕлхерен, тĕрлĕ халăх культурипе йăли-йĕркине хисепленинчен пуçланать. Паян пирĕн тăван чĕлхе пуянлăхне пулас ăрусем валли упраса хăварас тĕлĕшпе уйрăмах нумай тăрăшмалла. Чăваш Республикин аталанăвĕ тăван чĕлхепе тачă çыхăннă. Чăваш чĕлхи общество пурнăçĕн кашни сферинчех тивĕçлĕ вырăн йышăнсан Чăваш Ен те вăйланĕ, малалла çĕкленĕ. Пурне те çак пысăк пĕлтерĕшлĕ уявпа чунтан саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, тăнăçлăхпа ырлăх, çемьере килĕшÿ, хаваслăх, ăнăçу сунатпăр!
26 апреля 2023
11:24
11:24